28 июля 2017 г.
"Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен спартакиадипе килĕшỹллĕн, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче шывра ишес енĕпе ăмăртусем ирттерес пирки маларахах пĕлтернĕччĕ. Анчах темшĕн çакна вырăна хурас текенсем сахалăн пулчĕç. Чемпионата 4 ял тăрăхĕн спортсменĕсем çеç хутшăнчĕç. Арçынсем те, хĕрарăмсем те ирĕклĕ майпа 50-шар метр ишрĕç. Эстафетăна вара виçшерĕн тăчĕç (2 арçын, пĕр хĕрарăм). Вĕсен дистанцире 25 метр ишмелле пулчĕ.
Тупăшура Хирти Пикшиксен команди мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Ахпỹртсем, виççĕмĕшне Патăрьелсем йышăнчĕç. Шăнкăртам ял тăрăхĕн ĕçченĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Ытти çулсенче çакнашкал ăмăртăва чылай ял тăрăхĕнчен хутшăнатчĕç. Кăçал вара айккине юлакансем нумай пулчĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)