АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшкăлтăк шывшăн мăшкăл тỹсеççĕ. Хăçанччен-ши?

28 июля 2017 г.

_ Çу кунĕнче урама тухса уçă сывлăшпа киленме те çук. Пирĕн касра ирхине те, каçхине те мăшкăлтăк шыв шăрши сăмсана çурать. Хур-кăвакалсене те урама кăларма çук, çăра шĕвек кỹл- линче çăрăлтарас килмест. Кун пекех пулсан, умри йывăçсем те хăрса пĕтеççĕ пулĕ... _ тарăхсах шăнкăравларĕ Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнче пурăнакан хĕрарăм. Хаçат вулакан ытахальтен çеç телефон трубкине тытманнине шута илсе эпĕ те унăн сăмахне вырăна çитсех ĕнентĕм.

Чăнах та, хăпартнă çулăн икĕ айккипе те пĕчĕк "кỹлĕсем" аякранах курăнаççĕ. Çак урамра çичĕ-сакăр çул каялла хунă канализаци савăчĕсем, ăна ку таранччен пĕрре те тасатманран, куç пекех тулса ларнă иккен. Хĕрринченех шăнкăртатса юхать. Хăш-пĕр бетон пăрăхĕ- сем шăтса та пĕтнĕ. Каяш шыв хăйĕн валли унтан та çулне тупнă. Иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренỹ тапхăрĕ пуçлансан мăшкăлтăк шывĕ тата ытларах юхать-мĕн. Кунта пурăнакансем ĕнентернĕ тăрăх, çулла çеç мар, хĕлле те çак ỹкерчĕкех. Урăхла каласан, пĕрисем канализаци çăмăллăхĕпе ыр кураççĕ, теприсем çавăншăнах хур кураççĕ. Кун пирки тивĕçлĕ организацисем те пĕлеççĕ-мĕн. Анчах ырă улшăну туйăнмасть. Тата хăçанччен сăмсана хупласа çỹреме тивет-ши çак кассен?

А. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика