28 июля 2017 г.
Чăваш Енре граждансем коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тỹлев кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 3,9 процент ỹснĕ. Çавăн пекех Раççей Правительствин йышăнăвĕпе Чăваш Енре тата 2,3 процент таран хăпартма пултараççĕ.
Пĕтĕмĕшле 6,2 процент вара вырăнти самоуправлени органĕн йышăнăвĕпе çеç, вĕсене ыйтăва хăйсем тĕллĕн татса пама ирĕк парсан, пулма пултарать.
Республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе Чăваш Енри 276 муниципаллă пĕрлĕхре 4,4, пиллĕкĕшĕнче 6,2 процент, вунпиллĕкĕшĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи индексран та çỹлерех.
Патăрьел ял тăрăхĕпе граждансем коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн тỹлемелли хак 6 процент. Çак улшăну 1656 çынна пырса тивет. Ку вăл ял тăрăхĕнче пурăнакансен 31,8 проценчĕ, республикипе илес пулсан ЖКХ çăмăллăхĕпе усă куракансен 0,13 проценчĕ пулать. Ытти 18 ял тăрăхĕнче вара электроэнергипе тата газпа тивĕçтернĕшĕн тỹлемелли хак пурин те пĕрешкел ỹс- нĕ _ 4,4 процент.
Вулакана пĕлме
Халăха социаллă пулăшу парас тĕллевпе республика бюджетĕнчен граждансене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн субсиди параççĕ. Енчен те çемьен коммуналлă тивĕçтерỹшĕн тỹлев виçи пĕтĕмĕшле тупăшăн 22 процентĕнчен иртсен тỹлеве патшалăх саплаштарать. Кун валли кирлĕ хутсем çеç хатĕрлемелле.
Пирĕн районта 2017 çулхи кăрлачран пуçласа çĕртме уйăхĕччен ЖКХ çăмăллăхĕшĕн 2015 гражданин патшалăхран социаллă пулăшу илнĕ, е 3014,2 пин тенкĕлĕх.
Çĕнĕ тарифсем: ĕçмелли шывшăн: МУП "Чистое село" 1 кубла метршăн _ 29,71 тенкĕ (маларах 28,62 тенкĕ пулнă); электроэнергишĕн: 1 киловатт сехетшĕн _ 2,18 тенкĕ (маларах 2,09 тенкĕ пулнă); хула условийĕсенче пурăнакансемшĕн: 1 киловатт сехетшĕн _ 3,1 тенкĕ (маларах 2,98 тенкĕ пулнă); газшăн: 1 кубла метршăн: 5,3 тенкĕ (маларах 5,1 тенкĕ пулнă)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)