28 июля 2017 г.
Алманчăри администраци, культура, музей ĕçченĕсем депутатсемпе пĕрле субботниксене тухса тавралăха тирпей-илем кĕртесси йăлана кĕрсе пырать. Хальхинче вĕсем ял тăрăх пуçлăхĕпе С. Никитинпа пĕрлех, А. Егоров депутат хастарлăхĕпе, Çĕрпỹ-Яманчурел автоçул хĕрринчи хыт хурана çулса тасатнă. Сăмах май каласан, ялта пурăнакан уйрăм хастарсем те çакнашкал субботниксенчен айккинче тăрса юлмаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)