28 июля 2017 г.
Районти чылай яла кĕнĕ çĕрте усал-тĕселтен, инкек-синкекрен сыхлакан хĕрес пур. Кунтах Турра ĕненекенсем ырă пурнăçшăн, телейлĕ çулшăн кĕлĕ вулама, ỹкĕнсе чунсене тасатма пултараççĕ. Халĕ çакнашкал хĕресе Кĕçĕн Арапуç ялне кĕнĕ çĕрте те вырнаçтарнă. Çак кунсенче ăна уçнă çĕре Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн V округ Благочиннăйĕ, Первомайскинчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей хутшăннă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)