28 июля 2017 г.
Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минут тĕлĕнче Çĕрпỹ районĕнчи Тапанар ялĕ тĕлĕнче пысăк инкек пулнă. М7 федераци трасси çинче виçĕ çын вилнĕ, улттăн аманнă. Малтанласа шухăшланă тăрăх, йывăр тиевлĕ "МАN" машинăн урапи шăтса кайнипе сакăр вырăнлă "Peugeot" пĕчĕк автобуспа çапăннă.
Инкеке лекнисене епле пулăшу кỹни пирки республикăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева каласа кăтартнă. Авари вырăнне васкавлă пулăшу кỹрекен 4 бригада 8 минутра пырса çитнĕ. Аманнисенчен пĕри реанимацинче выртать, ыттисене те тухтăрсем пулăшаççĕ. Михаил Игнатьев министра лару-тăрăва сăнаса тăма, тивĕçлĕ пулăшу кỹме чĕнсе каланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)