28 июля 2017 г.
Патшалăх учрежденийĕсемпе тĕрлĕ предприяти-организаци пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси вăй илчĕ. Ку енĕпе уйрăмах вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ учрежденийĕсем çитĕнỹ-сем турĕç, республикăра ятарлă вĕренỹ центрĕсем йĕркеленчĕç.
Сăмахран, Шупашкарти электромеханика колледжĕ "Элара" пĕрлешỹ валли пысăк технологиллĕ электроникăпа ĕçлекен специалистсене хатĕрлет. Канашри транспортпа энергетика техникумне Тутарстанри "Транснефть-Прикамье" АО хỹтте илнĕ. Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕ тăватă çул каялла Мускаври "Технониколь" строительство академийĕ" компанипе çыхăну йĕркеленĕ.
Шупашкарти транспортпа строительство техникумĕнче вара 2010 çултанпа КНАУФ технологине алла илекенсен ресурс центрĕ ăнăçлă ĕçлет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)