28 июля 2017 г.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен делегацийĕ Краснодар хулинче "Единая Россия" парти председателĕ, РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе "Хулари тавралăх" ятпа иртнĕ форума хутшăннă. Çавăн пекех форума кайнă делегаци йышĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов тата партин пирĕн регионти ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Дмитрий Шепелев пулнă. Вĕсем "Хальхи вăхăтри общество хутлăхĕ", "Пĕчĕк хуласене хăтлăх кỹресси", "Хăтлă картиш" темăсемпе йĕркеленĕ дискусси площадкисен ĕçне хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)