28 июля 2017 г.
Утă уйăхĕ хĕрỹ ĕççипе çыхăннă пулин те, районти Мăшăрлану керменĕнче кашни эрнекунпа шăматкунах çамрăк мăшăрсене çемье çавăрнă ятпа саламлаççĕ. Çак уйăхра 27 каччăпа хĕр ĕмĕр тăршшĕ- пе пĕрле пурăнас тĕллевпе заявлени панă.
Йăлана кĕнĕ Мендельсон маршĕ иртнĕ эрнере çеç пилĕк хутчен янăранă. Туçа ял тăрăхĕнче çитĕннĕ телейлĕ мăшăр вара ЗАГС пайĕн историне çырăнса юлнă, районти çĕрмĕш мăшăр пĕр-пĕрне юратнине ĕнентерсе ылтăн çĕрĕсем тăхăнтартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)