28 июля 2017 г.
Кĕçĕн Арапуçĕнчи Николай Григорьев çăмăл атлета тавра ялсем çеç мар, районта та паллаççĕ, юлашки вăхăтра вара унăн ятне республикăра та пĕлеççĕ. Çухрăм хыççăн çухрăм хыçне хăваракан спортсмен çулне кура мар ăмăртусенче пысăк хастарлăх кăтартать. Çак кунсенче çеç вăл Шупашкарти "Энергия" стадионта ветерансем хушшинче йĕркеленĕ çăмăл атлетсен уçă чемпионатне хутшăннă, 400 метрлă дистанцие чупса финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан утмăл ултă çулхи патвар арçын, сакăр мăнукĕн юратнă аслашшĕ-кукашшĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)