28 июля 2017 г.
Районта "халăх инвентаризацийĕ" акци малалла пырать. Çак яваплă ĕç мĕнпе çыхăннă-ха? Унăн тĕп тĕллевĕ _ чăн малтанах "халăх инвентаризацийĕ" информаци базине кĕнĕ усă курман объектсене шута илсе муниципаллă е уйрăм харпăрлăха çирĕплетесси.
Ку таранччен пирĕн районти çакнашкал 30 объектран 18-шне çаврăнăша кĕртнĕ. Çапах та "хура списокри" хуралтăсем тата пур-ха. Ытларах вĕсем унчченхи колхозсем çинче пулнăскерсем. Çавăнпа та хуçалăх, предприяти ертỹçисен тухăçлă усă курман куçман пурлăха регистрацилемелле, вĕсене йĕркене кĕртсе тирпейлемелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)