28 июля 2017 г.
Районти çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн кăçалхи çур çулхи кăтартăвĕн- чен çакă паллă: пурĕ 16 авари пулнă, вĕсенче икĕ çын вилнĕ, 18-шĕ аманнă. Танлаштаруллă цифрăсем иртнĕ çулхинчен лайăхрах. Çур çулта ỹсĕрле тепĕр автомашина çине пырса кĕнĕ тĕслĕх регистрациленĕ. Утă уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче районта йĕркеленĕ "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприяти вăхăтĕнче гаишниксен аллине умлă-хыçлах икĕ водитель çакланнă. Руль умĕнчи ỹсĕр çын _ преступникпа тан! Юрать-ха, çаксене йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем вăхăтра тытса чарнă. Унсăрăн хăватлă шĕвекпе çăмăлттайланнă водительсем нимĕн те мар авари туса хума та, çын çине кĕрсе кайма та пултарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)