01 августа 2017 г.
Район центрĕнче вырнаçнă историпе этнографи музейĕн тымарĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенех каять. Тĕрĕсрех каласан, 1994 çулта çĕр ĕçченĕн хастар ĕçне кăтартакан, вĕсене пахалакан "Çăкăр" халăх музейне йĕркеленĕ. 2011 çултанпа вăл хăйĕн статусне улăштарнă, муниципалитет çине куçнă. Хальхи вăхăтра кунта район çыннисен пурнăçне, культурине, аталанăвне кăтартакан вунă пин ытла экспонат упранать. Иртнисĕр _ малашлăх çук. Çавăнпа та этнографи кĕтесне шкул ачисем çеç мар, çитĕннисем те, ĕç коллективĕсем те час-часах килсе çỹреççĕ.
Çак кунсенче çеç район центрĕнче тĕрлĕ сферăра тăрăшакан ĕçченсене музей директорĕ Валентина Маллина экспонатсен пилĕк залĕпе те тĕплĕн паллаштарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)