04 августа 2017 г.
Çурлан 2-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов, çак министерствăнах пăхăнакан "Чăваш Республикинчи çул-йĕр управленийĕ" хысна учрежденийĕн ертỹçи Владимир Доброхотов пулчĕç.
Шупашкар хăнисем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа пĕрле Анат Чакăра, Пăлапуç Нурăсĕнче, Пăлапуç Пашьелĕнче, Тури Тăрмăшра çул-йĕр сарас тĕлĕшпе строительсем еплерах ĕçленипе паллашрĕç. Çак объктсен заказчикĕ _ "Чăваш Республикинчи автомобиль çул-йĕр управленийĕ" хысна учрежденийĕ. Подрядчикĕсем _ "СтройРеммост", "Батыревская ДПМК", "Батыревская МТС" тата "СК "Шыгырданы" пĕрлешỹ-сем.
Строительсем кăçалхи çу _ çĕртме уйăхĕсенче ĕçе пикеннĕ. Çурла уйăхĕнче Пăлапуç Пашьел тата Пăлапуç Нурăс ялĕсенче графикпа палăртнă тăрăх çулсем хута каймалла. Чỹк уйăхĕнче Тури Тăрмăш, раштавра Анат Чакăра ĕçсем вĕçленмелле. Çавăн пекех тротуарсем пулни те кăмăллă.
В.Ивановпа В.Доброхотов пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашнă хыççăн подряд организацийĕсен ертỹçисене объектсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа тумаллине, вĕсем çирĕп тĕрĕслевре пулнине палăртрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)