04 августа 2017 г.
Республикăра, çавăн пекех районта та çулленех çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен "Трактор" профилактика операцийĕ - уйăхлăх ирттереççĕ. Ăна Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти техника лару-тăрăвне тĕрĕслекен патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕпе шалти ĕçсен министерстви пĕрле йĕркелеççĕ.
Уйăхлăхра уйрăм çынсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен тата ытти организацисен тракторĕсене тĕрĕслеççĕ. Юсавсăр, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермен "хурçă утсене" палăртса ĕçре усă курассинчен хăтараççĕ. Мероприятие ирттерсе яма районта ятарлă комисси тунă. Çав вăхăтра комисси членĕсем ял тăрăхĕсене тухса çỹреççĕ. Вĕсем техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, тракторпа çỹреме ирĕк паракан документ пуррине пăхаççĕ, кивелнĕ техникăсене регистрацинчен кăларассипе тимлĕх уйăраççĕ.
И. Васильев, Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)