04 августа 2017 г.
Район територрийĕнче тирпей-илем кỹртес, тавралăха ешĕллетес енĕпе чи тăрăшуллисене палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. "Чи хăтлă ял" номинацире пĕр ял та конкурс йĕркисене тивĕçтереймен пирки çĕнтерỹçе палăртман.
"Чи хăтлă урам" ята Анат Тăрмăшри Туслăх урамĕ тивĕçнĕ.
"Чи хăтлă хушма хуçалăх" номинацире Тутар Сăкăтĕнчи Рефик Кадиров хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Петровпа Аслă Чементи Геннадий Фролов хуçалăхĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.
"Чи хăтлă организаци" ята Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕ тивĕçнĕ. "
Халăх кăмăлласа çỹрекен чи хăтлă обществăлла объект" номинацире Шăнкăртамри Ленин урамĕнчи "Паттăрсен аллейи" сквера çитекенни пулман.
Çĕнтерỹçĕсене укçан парса хавхалантарма палăртнă.
Çав вăхăтрах Алманчă, Хирти Пикшик, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпỹрт, Турхан, Туçа ял тăрăхĕсем конкурса пачах та хутшăнман. Район шайĕнче иртекен мероприятинчен айккинче юлни кунти ертỹçĕсене чыс кỹместех.
А. Иванов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)