04 августа 2017 г.
Чăваш Енри медицина организацийĕсенче уçă алăк кунĕсем йĕркелени, вĕсенче çынсем хăйсене канăç паман е иккĕлентерекен чирсем пирки ыйтса пĕлме, консультаци илме май пулни питĕ меллĕ. Ыран республикăри эндокринологи, ỹт-тирпе венерологи, туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерсенче, Шупашкарти 1-мĕш хула, васкавлă пулăшу больницисенче, Президентăн перинаталь центрĕнче тухтăрсем пациентсене йышăнаççĕ. Кирлĕ пулсан кунтах юн анализне пама та, УЗИ тухма та пулать.
Хăвăрăн сывлăхăр пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен врачсем патне маларах çырăнмалла та ирпе-ирех çула тухмалла. Хĕрỹ ĕççи вăхăтне пăхмасăр май пур чухне çак самантпа усă курни пуриншĕн те лайăх. Мĕншĕн тесен чылай чухне пире чире кая юлса пайăрлатни йывăрлăха кĕртсе ỹкерет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)