04 августа 2017 г.
Мотоблокпа ытларах пахча ĕçĕнче усă кураççĕ: çĕре сухалаççĕ, акаççĕ, лартаççĕ, çитĕннĕ çимĕçе кăлараççĕ тата ытти те.
Тепĕр майлă каласан, лашана улăштаракан транспорт вырăнĕнче вăл. Унпа груз та турттарма пулать. Анчах çакна шута илмелле: Раççей законодательствипе килĕшỹллĕн урапа кăкарнă мотоблокпа пĕтĕмĕшле транспорт çỹрекен çул çине тухма юрамасть. Çакă инкек-синкекрен асăрханас тĕллевпе те çыхăннă ĕнтĕ. Сусăрланни çын пурнăçне хавшатать-çке. 2016 çулта республикăра мотоблоксемпе çыхăннă 9 инкек пулнă. Вĕсенче 5 çын вилнĕ, 12-шĕ _ аманнă. Телее, пирĕн районта çакнашкал тĕслĕхсене шута илмен. Тепĕр чухне çăмăлттайланса мотоблок умне хĕрĕнкĕлле те лараççĕ. Хăшĕсем тата ача-пăчана унпа çỹреме ирĕк параççĕ. Аслисемех урам тăваткалĕнче инкек тỹсни те пур. Техника хатĕрĕ çĕрле çỹремелли транспорт пулманнине те шута илмелле. Çынсене лартса çула тухма пачах юрамасть.
Мотоблок инкек-синкекĕсем çĕр ĕçĕпе çыхăннă вăхăтра (апрель-ноябрь) ытларах пулаççĕ. Йĕркене пăсакансене вара штраф кĕтет. Кирек хăш транспортпа çула тухсан та тимлĕхе çухатас марччĕ.
А. Иванова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)