08 августа 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кăçалхи утă уйăхĕн 28-че йышăннă "Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетес" хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче тăпрари нỹрĕк виçи пысăккипе çыхăннă лару-тăрăва тĕпчесе палăртас тĕллевпе мероприятисен планне хатĕрленĕ, комисси йĕркеленĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Л.Кузнецов ертсе пырать. Çавăн пекех ушкăна йĕпе çанталăка пула сиен тỹснĕ ЯХПК-семпе ХФХ-сен, Чăвашстат, Патăрьелĕнчи метеостанци ертỹçисемпе специалисчĕсене кĕртнĕ. Халĕ комисси вырăна тухса тăкак виçине палăртассипе тимлет.
А. Иванов.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)