08 августа 2017 г.
Çурла уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Шупашкара карачай, балкар, нухай, кумык, пушкăрт, тутар, казах тата ытти халăх çыннисем "Раççейри тĕрĕксем" ятпа иртекен çĕршыври фестивале пуçтарăнмалла. Интерактивлă мелпе йĕркелекен уяв Лакрей вăрманĕнче, А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче, "Салют" культура керменĕ умĕнче тата ытти хăш-пĕр вырăнта пулĕ. Тĕп мероприятисем çапах та Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртмелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)