08 августа 2017 г.
"Батыревское" пĕрлешĕвĕн уй-хир "карапĕсем" вырмана пуçăнчĕç. Кĕрхи тулă уйĕнче виçĕ комбайн ĕçлет. "Полесье"-сене Г. Ялуковпа Г. Арланов, "Дон"а Н. Викторов çỹретеççĕ. Вĕсем тыр-пула тỹрремĕн пухса çапаççĕ.
Хуçалăхра кĕрхи тулă 203 гектар çитĕнтернĕ. Ĕнерхи кун тĕлне вунă гектара яхăн çапса илнĕ. Кашнийĕшĕнчен вăтăршар центнера яхăн тухăç тухать.
"Исток" çĕр ĕç фирминче те пăрçа çулма тухнă.
Районĕпе кăçал 18730 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле.
Н. Федоров хресчен фермер хуçалăхĕпе (Алманчă) "Тойсинская" çĕрĕç фирминче те уй-хир "карапĕсем" анасем çине тухса кĕнĕ. Нỹр пысăк пулни вырмана мĕнпур вăйпа хутшăнма май памасть-ха.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)