11 августа 2017 г.
Паянхи кун тĕлне районта 25 пушар шута илнĕ. Вут-кăварпа пулакан инкек иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 25 процент ỹснĕ. Хăш-пĕр ялсенче вара вăл пĕлтĕрхинчен 2-3 хут та ытларах. Сăмахран, Шăнкăртамра 2016 çулта çак вăхăтчен 3 пушар пулнă, кăçал вăл ял çыннисене 7 хутчен хăратнă. Районти пушар надзорĕн регистраци журналĕнче Патăрьелĕнче, Ишлĕре икĕ хут ытларах пулни паллă. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпỹртсем те телейлех мар. Иртсе кайнă çулталăкра вĕсене "хĕрлĕ автан" пĕрре те хăратман пулсан, çулталăк пуçланнăранпа çеç кунта пушарнăйсем виçĕ хутчен вутпа куçа-куçăн тăма та ĕлкĕрнĕ. Пушар хыççăн çеç никама та шыв кирлĕ мар. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенче граждансемпе пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси пирки тăтăшах калаçусем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)