15 августа 2017 г.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кĕçех юсаса тирпейленĕ Пĕлỹ çурчĕсем хаваслă шкул ачисен сассипе тулĕç. Унччен вара патшалăх учрежденийĕсен профсоюзĕ тата Чăваш Енри ачасен правине хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн аппарачĕ "Шкула пуçтарăнма пулăш!" акци йĕркелет. Вăл çурлан юлашки кунĕчченех тăсăлĕ.
Кăмăл пуррисем тĕрлĕрен кĕнекепе канцеляри таварĕсене, шкулта кирлĕ ытти хатĕр-хĕтĕр, ача-пăча пултарулăхне аталантармалли япаласене социаллă учрежденисене илсе килсе пама пултараççĕ. Сирĕн хаклă парнесемпе çул çитмен ачасен республикăри реабилитаци центрĕнче хỹтлĕх тупнисем савăнĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)