15 августа 2017 г.
Чăваш патшалăх филармони çуртĕнче Строитель кунне халалланă уяв иртнĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннã. Михаил Игнатьев республикăри строительство отраслĕнче вăй хуракансене тата ветерансене уяв ячĕпе саламланã, строитель профессийĕ ку чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине, Правительство отрасле ăнăçлă аталанма пур майпа та тивĕçтерме тăрăшнине палăртнã.
ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов отрасльти лару-тăрупа паллаштарнã. Строительствăра 23,8 пин çын вăй хурать, вĕсенчен 18,4-шĕ _ стройорганизацисенче, ыттисем _ стройматериал туса кăларнă çĕрте. Юлашки çулсенче стройматериал туса кăларакан предприятисене хута яма темиçе инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ, 2,5 млрд тенкĕ хывнă. Предприятисем материалпа хамăр республикăри çурт-йĕр ăстисене туллин тивĕçтереççĕ, ăна кÿршĕллĕ регионсене те сутаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)