15 августа 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Хусан патшалăх университечĕн ректорĕ Ильшат Гафуров малашне ЧР Министрсен Кабинечĕпе кÿршĕ регионти аслă вĕрентÿ заведенийĕ пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă.
Республика ертÿçи Хусан университечĕн ректорне Чăваш Ен студенчĕсене Атăлçи тăрăхĕнчи сумлă вузра вĕренме условисем туса панăшăн тата ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетме тăрăшнăшăн тав тунă. Ильшат Гафуров Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ вĕрентÿ тытăмне аталантарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленине палăртнă.
Чăваш Ен Правительстви ăста кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе республикăри тата Раççей Федерацийĕнчи ытти аслă шкулпа та тачă çыхăнса ĕçлет. Тĕслĕхрен, 2016 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕ республика экономики валли специалистсем хатĕрлес тĕллевпе И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе килĕшÿ тунăччĕ. 2017 çулта М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕпе ку енĕпе пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)