15 августа 2017 г.
Нăрваш Шăхаль ялне çурла уйãхĕнче çулленех маунтинбайка юратакансем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен пуçтарăнаççĕ. Кãçал та вĕсем Физкультурник кунĕнче «кросс-кантри» енĕпе тĕнчен икĕ хут чемпионкин, XXVIII çуллахи Олимп вăййин бронза çĕнтерÿçин, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Ирина Калентьевăн парнисемшĕн ăмăртрĕç.
Ăмăртãва сумлã лару-тãрура уçнã çĕре Нãрваш Шãхаль ял тãрãх пуçлãхĕ Н. Раськин, район администрацийĕн пуçлãхĕн çумĕ Л. Кузнецов, Чãваш Республикин велоспорт президенчĕ, В.Ярды ячĕллĕ республикãри çамрãксемпе ачасен олимп резервĕсен 7-мĕш шкулĕн директорĕ, Нãрваш Шãхалĕнче çуралса ÿснĕ В. Мулендеев, И. Калентьевãн ашшĕпе амãшĕ – Евдокия Ивановнãпа Николай Федорович Ягуповсем тата ытти хãнасем хутшãнчĕç, ãнãçу сунчĕç.
Спортсменсемшĕн çулленех ãмãртнã май трасса çĕнĕлĕх мар, вĕсем ãна килĕштереççĕ. Ăмãртãва хутшãнакансем хушшинче Нãрваш Шãхаль çамрãкĕсем те чылай пулчĕç. Мала тухнисене дипломсемпе тата хаклã парнесемпе чысларĕç.
А. Иванов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)