15 августа 2017 г.
Иртнĕ шăматкун Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта йĕркеленĕ спорт уявне физкультурниксемпе спортсменсем, спорта кăмăллакансемпе сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăракансем, ветерансем пуçтарăнчĕç.
Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене пурнăçлакан С. Чернова, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Моисеев, спорт ветеранĕ Р. Сафиуллов, районти шашкăпа шахмат вăййисен президенчĕ Н. Федоров саламларĕç, çĕнĕ çитĕнỹсем тума вăй-хал сунчĕç. Çавăн пекех спортра халиччен хастарлăх кăтартнă спортсменсене Хисеп хучĕпе парнесем парса чысларĕç.
Спортсменсен парачĕ хыççăн çăмăл атлетсем чупу çулĕ çине тăчĕç, футболистсем хăйсен уйне йышăнчĕç, алă вăйне виçекенсем хăйсен сĕтелли патне пухăнчĕç. Яланхи пекех шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ, мини футболла вылякансем, канат туртса вăй виçекенсем ушкăнпа пайланса ăмăртрĕç. Чушкăлла вылякансен ăмăртăвне Çĕрпỹ районĕнчен тата Çĕнĕ Шупашкартан та килнĕ.
Шăрăх çанталăка пăхмасăрах стадиона пуçтарăннă хĕрарăмсемпе арçынсем 100 тата 400 метрлă дистанцире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 50-59, 60-69, 70 çултан аслăрах спортсменсем старта тăни вара куракансене пушшех хавхалантарчĕ. Районти пĕр спорт уявĕнчен те юлман шурсухалсем хальхинче те ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Чылай чухне эпир пукан йăтакансем хушшинче арçынсене курма хăнăхнă. Хальхинче вара çак çăмăл мар спорт тупăшăвне хĕрарăмсем те хастар хутшăнчĕç. Туçа ял тăрăхĕнчен килнĕ Л.Сеприхановапа И.Козлова арçынсенчен пĕрре те кая юлмарĕç.
Ăмăртусенче палăрнă спортсменсене дипломсемпе ятарлă парнесем парса чысларĕç.
Н. Мазякова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)