18 августа 2017 г.
Сурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче тăр кăнтăрла Патăрьелĕнчи аслă урамра хуçасăр йытă пĕр хĕрарăма çыртса суранлатнăран районти çар комиссариачĕ умне васкавлă пулăшу машинине чĕнме тивнĕ. Кукăр хỹрене никам та тытайман, вăл иртен-çỹренсем çуйхашма пикенсенех айккинелле тапнă та сикнĕ. Йĕрне çухатнă темелле. Енчен те çакнашкал пăтăрмах каçхине пулсан йытă нимĕн те мар çынна туласа тăкать. Сăмах май каласан, Роспотребнадзор управленийĕн районти территори уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çеç районĕпе 61 çын çак ыйтупа вĕсем патне тухнă. Урăхла каласан, çапкаланчăк анчăк мăшкăлĕ пулнă. Вăл шутра 20 тĕслĕхĕ Патăрьелĕнче-мĕн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)