18 августа 2017 г.
Чăваш Респуликин ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, сакăр районта хальхи вăхăтра çĕрулми кăлараççĕ. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне "иккĕмĕш çăкăра" 61 гектартан пуçтарса илнĕ, тухăç гектар пуçне 240 центнерпа танлашать.
Вырма ĕçĕсем пур районта та хĕрсе пыраççĕ. Уй-хире 589 комбайн тухнă. Тыр-пул тухăçĕ 30 центнера çывăх. Патăрьел, Вăрнар, Çĕрпỹ районĕсенче тата та пысăкрах, гектартан 35 центнер тĕшĕлеççĕ. Кунсăр пуçне хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе те, кĕр аки валли çĕр хатĕрлессипе те малалла ĕçлеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)