18 августа 2017 г.
Ача çак енĕпе айăплă та çуралма пултарать. Ỹссе пынă май вăл сасса илтменни палăрать. Чĕннине пачах туймасть. Сăлтавĕсем мĕнре-ха? Амăш варĕнче çитĕннĕ чухнех инфекци лекни, ăрура çакнашкал чирлĕ çын пулни, çывăх тăвансем пĕр-пĕринпе пĕрлешни, пуç суранланни, çие юлнă чухне алкогольпе, наркотикпа иртĕхни е ытти наркăмăшпа сиенленни.
Диагноза маларах палăртса сиплеве иртерех пуçăнни вара шанăç пама пултарать. Тĕслĕхрен, хăлха çурхахĕ айăплă пулсан операци тăваççĕ. Е çын калаçăвне илтме пулăшакан аппарат туянмалла.
Чĕлхесĕрсем тепĕр чухне çын калаçăвне тута хусканăвĕпе ăнланаççĕ. Алăпа кăтартни те пулăшать. Кун пек чухне йывăрлăх ашшĕ-амăшĕ çине ытларах тиенет. Кирек хăш чир те пăшăрхантаратех паллах.
Раççейре 190 пине яхăн çын хăлха илтменнипе тата куçĕ курманнипе пĕрлех çынпа сасăпа калаçма пултарайманнипе нушаланать.
Паянхи кун Раççейре хăлха илтменнисемпе чĕлхесĕрсене вĕренме пур условисем те çителĕклĕ. Вĕсем аслă шкулсенче те пĕлỹ илеççĕ.
А. Патшина, отоларинголог
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)