22 августа 2017 г.
Шупашкарта аккумуляторлă троллейбуса пахаланă. Унпа республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов тата тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, депутатсем, общественниксем ярăнса пăхнă.
Троллейбуса Саратовран тĕрĕслес тĕллевпе вăхăтлăха илсе килнĕ. Транспорт аккумуляторлă пулнăран электричествăсăр 30 километр кайма пултарать. Анчах хакĕ те аванах, 16 миллион тенкĕ тăрать.
Çула тухнисем троллейбуспа Шупашкарти Республика тỹремĕнчен пуçласа Çĕнĕ Шупашкарти Винокуров урамне çитсе килнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)