22 августа 2017 г.
Хирти Пикшик ялĕнчи Фирдус Камалетдинов ячĕпе хисепленекен урамра пурăнакансем ку таранччен районта тухса тăракан "Авангард" хаçата пĕрре мар кĕрхи-çурхи кунсенче касне кĕме-тухма кансĕрри пирки çырусем шăрçаланăччĕ. Паян пирĕн почтăна каллех вĕсенчен çыру килнĕ. Хальхинче кунта пурăнакансем алă пуссах район администрацийĕн тата Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕсем Рудольф Селивановпа Владимир Мефодьев ячĕпе тав сăмахĕ çитернĕ. Тĕрĕссипе 300 метр ытларах çак çула кăçалах тирпейлеме тен, майĕ те пулман.. Çапах та влаçрисем халăх пăшăрханăвне шута илнĕ.
Сăмах май, район 90 çул тултарнă çулталăкра 9 ялта тăхăр çухрăм ытла çул хута каймалла, тепĕр пиллĕкĕшĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)