22 августа 2017 г.
Районти ЗАГС уйрăмĕн çичĕ уйăхри танлаштаруллă цифрисенчен савăнмалли те, шухăша каймалли те пур. Çак тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхне 196 ача хутшăннă. Вĕсенчен иккĕшĕ _ йĕкĕрешсем. 51 çемьере пĕрремĕш, 61-шĕнче иккĕмĕш "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ пулсан, 63 ашшĕпе амăшĕ вара виççĕмĕш пепкине алла илнĕ. Пиллĕкмĕш, улттăмĕш, çиччĕмĕш хут çак сăлтавпа Мăшăрлану керменне килнисен умĕнче те пуç таймалăх пур.
Асăннă тапхăрта 107 çамрăк мăшăр Мендельсон маршĕпе утнă, пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартнă, ĕмĕр пĕрле пурăнас тĕллевпе алă пусса çирĕплетнĕ... Анчах тем сăлтавпа аллă çемье уйрăлса кайнă. Шухăша яракан кăтарту иртнĕ çулхинчен те пĕр тĕслĕх ытларах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)