22 августа 2017 г.
Районти ГИБДД уйрăмĕн кăтартăвĕпе çичĕ уйăхра районта 20 аварие шута илнĕ. Инкексенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 22-шĕ аманнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çул çинчи лару-тăру самай лайăхланнă. Ỹсĕр водительсен айăпĕпе пулакан аварисем те чакнă. Анчах та çакă никамшăн та лăпланмалли сăлтав пулмалла мар. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пурин те çирĕп пăхăнмалла.
Иртнĕ эрнере каçхине Кивĕ Ахпỹртре "вунпиллĕкмĕш" тата "вунтăваттăмĕш" модельлĕ çăмăл автомашинăсем водительсен асăрханусăрлăхне пула пырса çапăннă. Аваринче ВАЗ-2115 водителĕ вилнĕ, пилĕк çын аманнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)