АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхисене акма тухнă

25 августа 2017 г.

Районта куллен вырма вăй илсе пырать. Хирсем пĕрин хыççăн тепри пушанаççĕ, кĕлетсем çĕнĕ тухăçпа тулаççĕ. Çакă ял çыннине савăнтарать, анчах çанталăк условийĕсене пула яваплă тапхăр каярах юлни пăшăрханарать. Кашни ĕçе вăхăтра тумалла-çке! Тыр-пула пухса кĕртнипе пĕрлех кĕрхи культурăсене те акса хăвармалла.

Кăçал "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ кĕрхисене никĕсе хывма районта пĕрремĕш тухрĕ, Туçа ял тăрăхĕнчи 125 гектара тулă акса хăварчĕ. Вăрлăха чир-чĕртен хỹтĕлесе имçамланă. Халь хăватлă техника Çĕньял уйĕнче вăй хурать.

Çурлан 24-мĕшĕ тĕлне кĕрхисене валли районта 3623 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 5000 гектартан кая мар акса хăварма палăртнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8325 гектар (44 процент) пухса кĕртнĕ, 26324 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç гектартан 31,7 центнерпа танлашать.

О. Павлова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика