25 августа 2017 г.
Ыран, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче, республикăри мĕн пур хулара ятарласа уйăрнă вырăнсенче "Кĕркунне парнисем _ 2017" ярмарккăсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Çакнашкал мелпе йĕркеленĕ суту-илỹ мероприятине ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, уйрăм хуçалăх тытакансем тата ыттисем те хастар хутшăнаççĕ. Сăмах май каласан, пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем те ку таранччен ярмарккăра чылай ял хуçалăх продукцине сутнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов хаçат редакцине çитернĕ хыпар тăрăх, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 7-мĕшĕччен Патăрьелĕнчи акционерсен "МСО "Батыревская" хупă обществин территорийĕнче (Туслăх урамĕ, 6 "б" çурт) "Кĕркунне парнисем _2017" ярмаркка ĕçлет. Çапла вара тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем, уйрăм граждансем кăçалхи тыр-пулпа пахча-çимĕçе аякка каймасăрах сутма пултараççĕ. Çакă туянакансемшĕн те меллĕ. Хăвна кăмăла каякан продукцие суйласа та, хаклашса та туянма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)