25 августа 2017 г.
Нăрваш Шăхаль поселенине кĕрекен Апрушнай (Ясная Поляна) районта чи пĕчĕк ялсенчен пĕри шутланать. Хальхи вăхăтра кунта хĕрĕхе яхăн çын пурăнать. Иртнĕ шăматкун вĕсем илемлĕ уçланкăна хăйсен ялĕн çуралнă кунне паллă тума пуçтарăннă. Сăмах май каласан, çитес çул вĕсем те 90 çулхи юбилейне паллă тăвĕç. Патăрьел районĕ пулса кайнă хыççăнах вĕсем вăрман çывăхĕнчи илемлĕ вырăна темиçе çемье йышăнса поселок (халăхра çапла калаççĕ) никĕслесе янă.
Уява хăнасем те йышлăн пуçтарăннă. Ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин, Перекет банкĕн хушма офисĕн ертỹçи Л. Бармакова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Михайлов, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ В. Бородкин, ял старости Г. Федоров савăнăçлă самантпа саламланă, пурне те сывлăх, пурнăçра ăнăçу суннă.
Культура программипе спорт ăмăртăвĕсем вара уçланкăна пуçтарăннă халăха хавхалантарнă, савăнăç кỹнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)