25 августа 2017 г.
Çанталăк ăшă та типĕ тăнă май, çак кунсенче Чăваш Енти вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк. Çавăнпа та тĕрлĕ сăлтавпа вăрманта е унăн çывăхĕнче пулакансен йĕркене çирĕп пăхăнмалла: чикарккă тĕпне пăрахса хăвармалла мар, кăвайт чĕртме пачах та юрамасть. Типĕ çатрака хĕвел питтинче туххăмрах хыпса илет. Вăрман хуралтă çеç мар, тивсе кайсан вут-çулăма парăнтарма та хĕн. Шавлă ушкăнăн вăхăтлăх савăнăçĕ пысăк инкекпе, тăкакпа çаврăнса тухма пултарать. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакансене вара административлă айăплав çеç мар, уголовлă яваплăх та кĕтме пултарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)