25 августа 2017 г.
2017 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче, шăматкун, Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта "Авангард" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуран чупассипе ăмăрту пулать. Сумлă мероприятие район 90 çул тултарнине халалланă, 10 сехетре пуçланать. Эстафета ултă ушкăнпа иртет.
Пĕрремĕш ушкăн _ çемьесен командисем (ашшĕпе амăшĕ, вунă çула çитичченхи ачи).
Иккĕмĕш ушкăн _ ветерансен командисем (45 çултан аслă 2 арçынпа 40 çултан аслă хĕрарăм).
Виççĕмĕш ушкăн _ тĕп шкулсен командисем (3 арçын ачапа 3 хĕрача).
Тăваттăмĕш ушкăн _ вăтам шкулсен командисем (5 арçын ачапа 5 хĕрача).
Пиллĕкмĕш ушкăн _ ял тăрăхĕсен командисем (3 арçынпа 2 хĕрарăм). Ăмăртăва хутшăнакансен ял тăрăхĕнче пурăннине кăтартакан прописка пулмалла.
Улттăмĕш ушкăн _ организаци-предприяти, учреждени, район администрацийĕн, вĕрентỹ ĕçченĕсен командисем (3 арçынпа 2 хĕрарăм). Вĕренекенсемпе студентсене кĕртме юрамасть ку ушкăнри командăсене.
Эстафетăна хутшăнакансен (çемье командисĕр пуçне) пурин те 400 метр чупмалла пулать. Мала тухнă командăсене хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ.
Заявкăсене судьясен коллегине сентябрĕн 2-мĕшĕнче 10 сехетчен тăратмалла. Вĕсене медицина ĕçченĕсем çирĕплетмелле.
Пурне те ăмăртăва чĕнетпĕр!
Йĕркелỹ комитечĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)