25 августа 2017 г.
Мускавра Чăваш Республикинчи промышленность предприятийĕсен ĕçĕсем пирки презентаци иртнĕ, организацисем çĕнĕлле ĕçлесе пыни пирки каласа кăтартнă. Пысăк ĕçе "Росатом" Патшалăх корпорацийĕнче "АБС Электро" компанийĕн офисĕнче йĕркеленĕ.
Презентаци ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, "Росатом" Патшалăх корпорацийĕн "Развитие продукции гражданского назначения" проектсен офисĕн ертỹçи Дмитрий Байдаров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă.
Палăртса хăваратпăр, паянхи куна Чăваш Республики çĕнĕлле аталанса пыракан тата экологи енчен те питĕ пысăк кăтартуллă ĕçлекен Раççейри вунă регион шутĕнче тăрать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)