25 августа 2017 г.
Чăваш Енре этноэкспедици йĕркелес шухăша РФ Президенчĕ çумĕнчи Нацисен хушшинчи хутшăнусем енĕпе ĕçлекен канашĕн членĕ, Этноссем хушшинчи журналистика гильдийĕн ертуçи, "Национальный акцент" хаçат тата интернет-портал тĕп редакторĕ Маргарита Лянге Чăваш Енĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕпе Александр Ивановпа тĕл пулсан палăртнă.
Хăна министра "Этноэкспедици" проектпа паллаштарнă. Унăн тĕллевĕ - журналистсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕпе паллашасси кайран, хăйсен тăван тăрăхĕнче, ыттисен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартасси.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)