АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Террорла хăрушлăхран пĕрле хỹтĕленер

29 августа 2017 г.

 Пирĕн çĕршывра терроризма хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ятарлă Концепци йышăннă, ăна Раççей Конституцийĕпе никĕслесе хатĕрленĕ. Унăн тĕп принципĕсем: гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хỹтĕлесси; саккунлăха çирĕп пăхăнасси; террорла хăрушлăх тухса тăнă граждансене вилĕмрен çăласси; террорла ĕç тăвакансене çирĕп айăплав кĕтнине ăнлантарса парасси; террорла ĕç ан пултăр тесе информаципе пропаганда ĕçне анлăн туса пырасси.

Пысăк хăрушлăхран хỹтĕленес, ăна хирĕç кĕрешес тĕллевпе пирĕн районта та район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан ятарлă комисси ĕçлет. Çак кунсенче шăпах унăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Комисси ларăвĕнче хускатнă ыйтусем пурте районта пурăнакан çынсен тăнăçлăхĕпе çыхăннă: ку тĕлĕшпе ача-пăча учрежденийĕсем, шкулсем уйрăмах тĕп тимлĕхре. Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова хăйĕн сăмахĕнче шăпах шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнипе пĕрлех террора хирĕçле пулăмсенчен хỹтĕленес тĕлĕшпе пурнăçланă мероприятисем пирки те чарăнса тăчĕ. Нумай пулмасть районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче _ шкулсемпе ача сачĕсенче _ йĕркеленĕ тĕрĕслев те терроризмран хỹтĕленес тĕллевпе йĕркесене çирĕп пурнăçланине çирĕплетсе панă. Кашни коллективрах ертỹçĕ приказĕпе яваплă çынна çирĕплетнĕ, терроризмран хỹтĕленмелли ятарлă плансем тунă, информаци стенчĕсем те куç умĕнчех пулнине пĕлтерчĕ Ирина Петровна. Чылай шкулсемпе ача сачĕсенче сăнав камерисем вырнаçтарнă. Çакă та паянхи кун инкек-синкекрен сыхă тăмалли чи кирлĕ хатĕр. Паян терроризм общество хăрушсăрлăхĕ пулса тăнă тапхăрта уйрăмах хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Район полицийĕн начальникĕ А. Фомин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлакан С. Чернова, районти пушар надзорĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А. Симуков, республикăри Роспотребнадзор Управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ О. Такмакова, район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Г. Каллин хăйсен сăмахĕсенче террорла хăрушлăхран пĕрлехи вăйпа хỹтĕленмелли пирки каларĕç. Çавăнпа та çын йышлă çỹрекен вырăнсенче иккĕленчĕклĕ çынна е пĕр-пĕр хуçасăр выртакан тĕркеме асăрхасан çийĕнчех йĕрке хуралне пĕлтермелле. Инкеке парăнтарма мар, унтан асăрханма çăмăлтарах. Çак шухăшсене комисси председателĕ Р. Селиванов та çирĕплетрĕ.

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика