АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

29 августа 2017 г.

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче вĕрентỹ ĕçченĕсен конференцийĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем иртнĕ çула пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме пулчĕç.

_ Çулран-çул алла аттестат илекенсем хушшинче медалистсен йышĕ ỹсни, вĕренекенсем республика шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕсен шутне ытларах кĕни, шкулсем вара Раççейĕпе палăрни хавхалантаратех пире. Çакă вăл педагогсен тăрăшуллă ĕçĕ те ĕнтĕ. Ахальтен мар район бюджетĕнчен вĕрентỹ ĕçне 70 процент ытла укçа-тенкĕ хурăнать, _ терĕ канашлăва уçнă май сăмах илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов. Малалла Рудольф Васильевич 30 вĕренекен творчествăри ăнтăлушăн Республика Пуçлăхĕн, вуннăшĕ район администраци пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулни савăнтарнине палăртрĕ.

Тĕп доклада вара район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова турĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти 28 вĕрентỹ учрежденине 4219 ача пĕлỹ пухма килмелле. Вăл шутран 454-шĕ пуçласа парта хушшине ларать. Çитĕнекен ăрăва 517 педагог пĕлỹ парĕ. Вĕрентекенсен 70 проценчĕ ытла çирĕмшер çул стаж пухнăскерсем. 93, 6 проценчĕ вара аслă пĕлỹллĕ. 6 çамрăк педагог пуçласа классене утать. Çавах математика, физика, акăлчан чĕлхи предмечĕсемпе ваканси пур.

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен балĕсемпе 157 выпускник (68 процент) аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕнĕ. Вĕсем алла диплом илсе тăван ене таврăнасса кĕтесех килет.

Инновациллĕ вĕрентỹ мелĕсемпе ĕçлекен педагогика коллективĕсене палăртмаллах. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ресурс тата методика центрĕ шутланать. Тĕрлĕ енлĕ сăнав площадки вăл. Çавна май федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2014-2016 çулсенче ялти чи лайăх шкулсен йышне кĕчĕ. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул тĕрлĕ çулхи çынсене (пенсионерсем, ветерансем, аксакалсем, çамрăксем...) пĕрлештерекен инновациллĕ проекта тăратса чыса тивĕçрĕ.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул Мускав шкулĕпе тачă çыхăну тытать тата ытти те.

Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак тата сусăр ачасене те пĕлỹ пухма çителĕклĕ условисем туса панине те ырламаллах.

Ыхра Çырминчи вăтам шкулти С. Кулакова, Пăлапуç Пашьелĕнчи С. Никитина, Сăкăтри Н. Кудряшова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Р. Пешкова, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Ч. Ишмуратова, И. Скворцова, Алманчăри тĕп шкулти Ю. Иванов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти П. Никитин, Аслă Чементи вăтам шкулти Н. Кошелева, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Г. Сабитова вĕрентекенсем тата ыттисем те чылай професси конкурсĕсенче çĕнтерчĕç, призерсем пулчĕç.

Районта хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени ĕçлет. Вĕсене çỹрекен ачасен йышĕ сахалраххи палăрать. Ку вĕренỹ çулĕнче çак çитменлĕхе пĕтерме тăрăшмалла.

Конференци ĕçне республикăри строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ В. Васильев, Чăваш ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн деканĕ Н. Пушкаренко хутшăнчĕç. Кашнийĕшĕ çăмăл мар ĕçе кỹлĕннĕ педагогсене çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Тухăçлă ĕçĕн "çимĕçĕ" те аван. Н. Андреевăна, О. Мышова, В. Самакинăна "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹ сферин хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕрен чысларĕç. А. Абянова, В. Егорова, О. Елкина, Н. Кошелева Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тата наука министерствин Хисеп грамотисене илчĕç. Ытти шайри чыславсем те пулчĕç. Пĕрлех вĕрентỹ учрежденийĕсен смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвне турĕç. А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика