АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ хут çинче те çук, чĕрере упранать

29 августа 2017 г.

Паян аслă ăрури çынсем ПМК-5 "Чувашсельхозмонтаж" текен предприятие лайăх астăваççĕ-тĕр. Вĕсен ăста специалисчĕсемсĕр вăхăтĕнче пĕр ферма та ĕçлеймен. Монтажниксем ĕне сăвакан установкăсене те, тислĕк кăларакан агрегатсене те пăхса тăнă. Шкулсенче, ача сачĕсенче те механизаципе çыхăннă ыйтусене вĕсемех татса панă. Шел пулин те вăхăтĕнче çĕр çын ытла ĕçленĕ предприятин паян йĕрĕ те, хут çинчи ячĕ-шывĕ те юлман. Çапах та хисеплĕ ĕç ветеранĕсен чĕринче вăл паянхи кунччен те упранать. Асăннă предприяти 45 çул тултармаллаччĕ. Кунтан тивĕçлĕ канăва тухнисем е нумай çул коллективра ĕçленисем çакна çамка çине картсах хунă иккен. Хăйне евĕр çавра паллă кунĕнче ветерансен пысăк ушкăнĕ ỹркенсе тăман, унчченхи ертỹçĕсемпе тĕл пулнă ырă вăхăтсене аса илнĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика