29 августа 2017 г.
Раççейре йĕркелекен "Кино каçĕ" акцие пирĕн район çулсеренех хутшăнмасăр юлмасть. Хальхинче çак ятпа Патăрьелĕнчи кану паркĕнчи сцена çинче вокалпа хор коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлакан С. Чернова, районти пенсионерсен пĕрлĕхĕн председателĕ Т. Полякова саламланă.
Кунтах сцена ăстисен пултарулăхне те хакланă. Тĕп парнене Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи "Чемен" фольклор ансамблĕ çĕнсе илнĕ. Сăмах май каласан, вĕсем район шайĕнче йĕркелекен чылай уявра хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Конкурса хутшăннă ытти хастар коллективсене те дипломсемпе чысланă.
Юлашкинчен акцие хутшăннисем тĕрлĕ кинофильм пăхнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)