29 августа 2017 г.
Иртнĕ эрнере Юхмапа Пăла тăрăхĕнче республикăри строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа Патăрьелĕнче çĕкленекен нумай хваттерлĕ çуртпа паллашнă. Сăмах май, кунта 11 хваттер, унтан 10-шĕ тăлăх ачасене, пĕри нумай ачаллă çемье валли. Объекта районăн 90 çулхи юбилейне хута яма палăртнă. Хальхи вăхăтра строительсем территорие хăтлăх кĕртессипе тăрăшаççĕ.
Министр Чăваш Ишекĕнчи 313-мĕш суйлав участокĕпе те паллашнă. Унтан Р. Санзяпов фермерăн, "Исток" агрофирмăра тата "Батыревский" пĕрлешỹре вырма еплерех пынине çитсе курнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)