05 сентября 2017 г.
Кăçалхи Пĕлỹ кунне ыйтса илнĕ тейĕн: ирпе-ирех ачасемпе ашшĕ-амăшне сар хĕвел савăнтарчĕ, ăшă та тỹлек çанталăк пурин кăмăлне те уçрĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнче районти кашни шкултах вĕренỹ çулĕ пуçланнине систерсе пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Çак ятпа пур коллективра та линейкăсем йĕкелерĕç, вĕренỹре, спортра, общество пурнăçĕнче хастар та тăрăшуллă ачасене, тĕрлĕ шайри олимпиада призерĕсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Районти 454 ачашăн вăл чăнласах та пĕрремĕш пулчĕ. Тин çеç ача садĕнче чупса çỹрекенскерсем пуçласа парта хушшине ларчĕç.
Пĕлỹ кунĕнчи пĕрремĕш урок вара пурин асĕнче те юлĕ. Вăл çĕршывĕпех "Малалла ăнтăлакан Раççей" ятпа иртрĕ. Вĕрентекенсем ачасемпе тăван çĕршыв мăнаçлăхĕ, унăн çитĕнĕвĕ, хăвачĕ пирки калаçусем ирттерчĕç, районăн хисеплĕ çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)