05 сентября 2017 г.
Çĕршыв аталанăвĕшĕн пысăк тỹпе хывнăшăн, ĕçри хастарлăхшăн Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕсемпе паракан саламлă çырăва 2017 çулта алла илекенсем çулталăк пуçламăшĕнчи списокра 72ĕн пулнă. Вĕсем пурте _ район тантăшĕсем. Анчах шел, 13-шĕ хăйсен менельникĕччен те, Юхмапа Пăла тăрăхĕ 90 çул тултариччен те, пурăнайман.
Юбилей кунĕнче вулакансем патне кăмăллă хыпар та çитересшĕн. Кăçал пирĕн районта пурăнакан 41 çемьери мăшăр ылтăн (50 çул хыççăн), 36-шĕ изумруд (55 çул), 11-шĕ вара бриллиант (60 çул пĕрле пурăнакансем) туйĕсене кĕрлеттерĕç. Юбилей çулталăкĕнчи çавра паллă вĕсемшĕн те асра юлĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе алла-аллăн утнă арăмĕпе упăшкишĕн пурнăçăн пысăк пайĕ хыçра пулин те, унăн кашни тапхăрĕ асрах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)