05 сентября 2017 г.
Паян тăван районăмăршăн паллă та пĕлтерĕшлĕ кун _ 90 çул тултарать. Эпир пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕ пуян. Вăл çеç те мар. Патăрьелсем ĕçчен те пултаруллă, паттăр та харсăр пулнипе те палăрса тăраççĕ. Çавăнпа та пирĕн паянхи тĕп тĕллев _ çĕршыври çăмăл мар экономика лару-тăрăвĕнче мĕн пур майсемпе усă курса тăван районăмăра илĕртỹллĕ те хăтлă тăвасси. Юбилей кунĕнче хăш-пĕр çитĕнỹсене палăртса хăварсан та вырăнлă пулĕ.
Маларахри çулсенчи пекех район администрацийĕ халăх пурнăçне лайăхлатас, хамăр тăрăхра бизнеса аталантарма ăнăçлă çул-йĕр туса парас тесе тимлет. Район администрацийĕпе ял тăрăхĕсем хушшинчи ăнлануллă хутшăну муниципаллă харпăрлăхпа тухăçлă усă курма май парать. Бюджета планлассипе тата ăна пурнăçлассипе тухăçлă ĕçленĕшĕн, вырăнти финанс органĕсен ĕçĕ-хĕлне уççăн кăтартнăшăн эпир Раççейри "Обществăлла финанспа ĕçлес сферăра чи лайăх муниципаллă район" конкурсра III степеньлĕ диплом илме тивĕçрĕмĕр.
Социаллă экономика кăтартăвĕсем ỹссе пыни те савăнтарать. Акă, 2015 çулта республикăра 4-мĕш, 2016 çулта вара 2-мĕш вырăнсене йышăнтăмăр. Пĕлтĕрхи çитĕнỹ-шĕн 4 млн та 150 пин тенкĕ укçан парса хавхалантарчĕç. Хăш-пĕр уйрăм хуçалăхсем вара федераци шайĕнче хăйсен ятне çĕклеме пултарнишĕн те хĕпĕртетпĕр. Акă, Р. Санзяповăн фермер хуçалăхĕпе "Али" ял хуçалăх призводство кооперативĕ "Ылтăн кĕркунне _ 2016" Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтерỹçĕпе призер пулчĕç, "Исток" агорофирма Раççейри кăшман туса илекен чи лайăх хуçалăхсен йышĕнче. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ икĕ хутчен Раççейри чи лайăх ял шкулĕсен шутне кĕни, спортпа хỹтĕлев профилĕпе пуçласа Раççейри ТОП-200 йышĕнче пулни, кăçалхи çарпа патриотла вăйăра "Зарница" ушкăн каллех пĕрремĕш вырăн йышăнса республика чысне хỹтĕлеме тивĕçни те пархатарлă. Социаллă сферăра республика шайĕнче грантсем çĕнсе илнĕ коллективсене те ырăпа асăнса хăвармалла. Иртнĕ çул Ишлĕ ял тăрăхĕ "Республикăри чи тирпейлĕ ял тăрăхĕ", Пăлапуç Пашьелĕнчи клуб "Республикăри чи лайăх культура учрежденийĕ" хисеплĕ ятсене çĕнсе илчĕç. Сăмах май каласан, районăн уйрăм çыннисем хăйсен тăрăшуллă та пултаруллă ĕçĕсемшĕн Республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçни те пирĕн халăхăмăрăн ĕçченлĕхне тепĕр хут çирĕплетсе парать. 2017 çулта 51 педагог укçан хавхалантару илнĕ. Пĕлỹ кунĕччен маларах çеç Первомайскинчи Митта Ваçлей ячĕллĕ вăтам шкулти физкультура учителĕсем В. Матюшкинпа В. Никитин 150-шар пин тенкĕ, Турханти тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсенчи чăваш тата тутар чĕлхисене вĕрентекенсем В. Самаринăпа Г. Абейдуллова 50-шар пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçрĕç. Çакă та район мухтавĕ, ытти педагогсемшĕн вара ырă тĕслĕх.
Пирĕн тăрăхшăн ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланать. Çавăнпа та экономика тата социаллă çирĕ-плĕх агропромышленность комплексĕ тухăçлă та тупăшлă ĕçленинчен нумай килет. Ку тĕлĕшпе эпир мĕн пур майсене усă курма тăрăшатпăр. 2017 çулта çеç выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ăрат тата аш-какай туса илмелли, ăна тирпейлемелли сферăсене аталантарас тĕллевпе инвестици проекчĕсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçа кĕртетпĕр: 5 пахча-çимĕç управĕ, виçĕ ĕне ферми, сысна фермине мăйракаллă шултра выльăхсене усрас тĕллевпе реконструкци тăвакан ферма, 1000 пуç таран усракан качака ферми... Урăхла каласан, районти агропромышленность комплексне аталантарма кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çеç мĕн пур шайри бюджетсенчен 114,6 миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен те 20 процент ытларах.
Юбилей çулталăкĕнче строительство енĕпе те чылай ĕçе пурнăçа кĕртме палăртнă. 2017 çулта планпа пăхнă инвестици калăпăшĕ 261 миллион тенкĕ. Кăçал 16 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута каймалла. Çулталăк вĕçлениччен мĕн пур программăсемпе районти 36 çухрăм автоçула юсама тата çĕнĕрен тума планланă. Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме 182 миллион тенкĕ укçа каять. Республика Пуçлăхĕн Указне пурнăçа кĕртсе пĕрремĕш çур çулта Кивĕ Ахпỹртре çиччĕмĕш çĕнĕ ФАП ĕçлеме пуçларĕ. Паян-ыран Именкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕ те хăйсен пациенчĕсене йышăнĕ.
Паян 43 вĕрентỹ учрежденийĕ ĕçлет. Юлашки çулсенче шкулсенче патшалăх вĕрентỹ стандартне пурнăçа кĕртессипе педагогсем нумай тимлеççĕ.
Кăçал тăватă вĕрентỹ объектĕнче ("Василек" ача садĕнче инвалидсене хăпармалли вырăн, Çĕньялти вăтам шкулта спорт зал, Кивĕ Ахпỹртри вăтам шкулта капиталлă юсав, "Паттăр" стадионти футбол уйĕ) тĕрлĕрен хушма программăсемпе 35711,3 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Çывăх вăхăтра Патăрьелĕнчи "Теремок" ача садне реконструкцилесе кĕçĕн класра вĕренекенсем валли шкул тăвасшăн, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ачасем иккĕмĕш сменăра вĕренессине пĕтерес тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр, республикăри адреслă инвестици программипе шкул çумне хушма здани тăвасшăн.
Нумай нациллĕ Патăрьел район çыннисен тепĕр мăнаçлăхĕ - спорт паттăрĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕнĕ ỹсĕмсемпе савăнтарни. Кăçал çеç виçĕ спортсмен тĕнче чемпионачĕн призерĕсем, 7-шĕ Раççей шайĕнчи ăмăрту çĕнтерỹçисем пулнă. Федерацин Атăлçи округĕн-че мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусенчен 20, республикăрисенчен 118 призер тухнă. Районта паллă спортсменсем, районăн хисеп- лĕ çыннисем ячĕпе ăмăртусем йĕркелени те ырă йăлара, çитĕнекен çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пулăшать. Хамăн шухăшăма пĕтĕмлетсе çапла калас килет: сывă та тĕреклĕ çын çеç вăй парса ĕçлеме, тĕрлĕрен инвестицисене явăçма, ырă шухăшсемпе, мал ĕмĕтпе пурăнма пултарать. Ун пек чухне район бюджечĕ пуян, халăх пурнăçĕ тулăх пулĕ.
Историрен
. ВЦИК Президиумĕ 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче "Чăваш АССР-ĕнче районсем йĕркелесси çинчен" постановлени кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн 17 район туса хунă, вăл шутра Аслă Патăрьел районĕ те çуралнă.
.Чăваш АССР-ĕн ЦИК Президиумĕ 1929 çулхи августăн 29-мĕшĕнче тутар наци районĕ - Шăнкăртам районĕ _ туса хума йышăннă. Унта Патăрьел, Йĕпреç, Кĕçĕн Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи тутар ялĕсем кĕнĕ. Постановлени 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
.Чăваш АССР-ĕн ЦИК Президиумĕ 1939 çулхи январĕн 9-мĕшĕнчи постановленипе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче çĕнĕ 7 район йĕркеленĕ, вăл шутра Турхан районĕ туса хунă. Кунта Аслă Патăрьел, Улатăр, Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр ялсем кĕнĕ.
.Чăваш АССР-ĕн ЦИК Президиумĕ 1935 çулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Аслă Патăрьел районне Патăрьел районĕ ятпа ылмаштарнă.
.РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Республикинчи Патăрьел тата Шăнкăртам районĕсенчи чикке улшăнусем кĕртесси çинчен" указĕпе килĕшỹллĕн икĕ района пĕтерсе Чкаловски районĕ туса хунă, Шăнкăртам ялне Чкаловски ят панă.
.Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1939 çулхи мартăн 7-мĕшĕнчи постановленийĕпе килешỹллĕн Турхан район центрне Аслă Арапуçне куçарнă, Первомайски районĕ туса хунă.
.Чăваш АССР-ĕн Верховнăй Совечĕн 1944 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчи постановленипе килĕшỹллĕн район центрне Чкаловскинчен Патăрьелне куçарнă, 1957 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнчи постановленипе Чкаловски районне Патăрьел районĕ ятпа ылмаштарнă.
.Чăваш АССР-ĕн Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1959 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчи постановленипе килĕшỹллĕн республикăри 5 района пĕтернĕ, вăл шутра Первомайски районне те. Кунти ялсем малашне Патăрьел районне кĕме тытăннă.
(Административлă территорисене пайласси справочникпе (Шупашкар, 1981çул) усă курса А.Иванов хатĕрленĕ)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)