05 сентября 2017 г.
А. Самакин, Тăрăн ялĕ:
"Районта тĕрлĕ шайра ĕçлесе хам хыççăн хăварнă ырă йĕр мана паянхи кун та пурăнма хавхалантарать. Ĕç стажне районти финанс пайĕнчи аслă экономистран пуçларăм, тивĕçлĕ канăва экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен начальникĕнчен кайрăм. "Стартпа финиш" хушшинче вара хамăн çаврăнăçулăха тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслеме тỹр килчĕ: ял хуçалăх управленийĕн начальник çумĕ, райплан председателĕ, парти райкомĕнче ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, райпо председателĕ, райĕçтăвкомпа Совет председателĕ, АПК ĕçченĕсен профсоюз председателĕ пулса ĕçлерĕм. Халĕ аса илетĕп те район историйĕн кашни тапхăрĕнчех чи пысăк пуянлăх халăх пулнă тесе шутлатăп. Унăн хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе Патăрьел районĕ ят-сум, чап çĕнсе илчĕ. Ас тăватăп-ха, 1976-1980 çулсенче Пăла урлă сакăр пысăк кĕпер хыврĕç. Кун пекки республикăра та сайра пулнă. 1977 çулта пархатарлă та тухăçлă ĕçшĕн Чăваш Енте куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялава тивĕçни те ун чухнех халăхпа кар тăрса ĕçлеме пултарнине çирĕплетет.
Район историне çырăнса юлнă тепĕр тапхăрăм райпопа çыхăнчĕ. Çăмăл мар "лава" пилĕк çул туртрăм. Мухтанни ан пултăр та, вăл вăхăтра районти 56 ялта 112 магазин, 29 обществăлла апатлану предприятийĕ ĕçлетчĕ. 1254 çын кассăран укçа илнĕ. Çулталăкне 36 миллион тенкĕ ытла, кунне çĕршер пин тенкĕлĕх таварçаврăнăш туса пыраттăмăр. Ун чухне те работниксен, сутуçăсен хастарлăхĕпех ăмăртура малта пынăшăн Центрсоюзăн куçса çỹрекен ялавне тивĕçрĕмĕр. Урăхла каласан, кирек мĕнле ĕçре те çынсене чăн малтан ĕçлеме услови туса памалла. Ун пек чухне вара çитĕнỹ те, ăнăçу та пулать".
Р. Сафиулов, Патăрьел:
"Район аталанса, хитреленсе пырать, çакă Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономики çирĕппине, район администрацийĕ тĕрĕс çул суйласа илнине кăтартать. Раççей, республика шайĕнчи программăсене хутшăнса инфраструктурăна, çынсен пурнăç условине лайăхлатма тăрăшаççĕ.
Юлашки çулсенче фермерсем, индивидуаллă предпринимательсем нумайланса пыни те сисĕнет. Патăрьел халăхĕ тăрăшуллă, ĕçлĕхлĕ, алă усса ларма юратмасть. Вĕсене вăй илсе кайма майсем туса пама тăрăшаççĕ-ха, анчах тимлĕх ытларах уйăрсан тата аванрах пек туйăнать.
Районăн 90 çулхи юбилейне тулли кăмăлпа кĕтсе илме кăтартусем лайăх, çакă савăнтарать. Хăнасене кăтартмалăх та, курмалăх та пур пирĕн. Эпир, Патăрьелсем, хамăр районпа чăннипех те мухтанатпăр".
В. Мешков, Пăлапуç Пашьел ялĕ:
"Патăрьел районĕ яланах республикăра малта пыраканнисенчен пĕри пулнă. Эпĕ хам чылай çул ял хуçалăхĕнче зоотехникра, ферма заведующийĕнче, "Комсомолец" колхоз правленийĕн председателĕнче тата ытти çĕрте те вăй хунă. Хăть ăçта ĕçлесен те кăтартусене лайăхлатассишĕн, района аталантарассишĕн тăрăшнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ паян çапла хитреленнинче пирĕн ăрури çынсен тивĕçĕ те пур тесе шухăшлатăп. Халĕ те ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем тăрăшулăхпа палăраççĕ.
Эпĕ хам Патăрьел районĕнче çуралнишĕн, çакăнтах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнишĕн мухтанатăп. Тăван тăрăхăмăр малашне тата та ытларах аталанасса шанса тăратăп".
А. Кольцов, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ:
"Илемленет, чечекленет пирĕн районăмăр. Кирек хăш отрасле илсессĕн те курăмлă ĕçсем пур пирĕн. Акă, Республика кунĕ умĕн районта модульлĕ çиччĕмĕш фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Маларах ялсенче уçнă врач амбулаторийĕсем те вырăнтах сиплев илме май параççĕ. Вĕсенче ку чухнехи кирлĕ оборудованисем çителĕклех. Специалистсем те пур. Сăмах май çакна та палăртма кăмăллă. Медицинăна çул хывас ĕмĕтлисем чылайăн пирĕн. Чăваш патшалăх университетĕнче те Юхма ен каччисемпе хĕрĕсем врача йышлăн вĕренеççĕ. Вĕсем тăван ене каялла таврăнни савăнтарать. Çитĕнекен ăрăвăн туртăмĕ çак енне ачаранах çуралтăр тесе чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Хамăр енчи шкулсенче сочиненисен конкурсĕсем, акцисем йĕркелени те çакнах çирĕплетет.
Çынсен пурăнас кун-çулĕ вăрăмланни савăнтарать. Çакă район экономики тĕрекленнипе, сывă пурнăç йĕркине мала хунипе те çыхăннă. Халăх сывлăхне упрас ĕçе кỹлĕннисем малашне те тивĕçе туллин пурнăçласа пыма тăрăшатпăр".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)